Удалов Маркиан Петрович, — чӑваш драматургӗ, сӑвӑҫи. 1909 ҫулта Чӑваш Енӗн Куславкка районӗнчи Пармас ялӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта Шупашкарта вилнӗ.
Мускаври политехника институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. СССР Литература фончӗн чӑваш уйрӑмӗнче директор пулса ӗҫленӗ.
«Чугуновсем», «Актриса», «Мичман Павлов» пьесисене Чӑваш патшалах академи драма театрӗнче тата Вырӑс драма театрӗнче лартнӑ. «Ишут шурлӑхӗ», «Чечек» сӑвӑллӑ романсен авторӗ.
Тӗлӗнмелле кун-ҫул, тӗлӗнмелле шӑпа — Герман Желтухин МАркиан Удалов ҫинчен аса илет, «Чечек» романӗ ҫинчен каласа парать.